Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен

Чӑваш Социализмлӑ Совет Республикин — Чӑвашъен Республикин законӗ

Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен

Чӑваш ССР Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш ССР территорийӗнчи мӗнпур чӗлхесем пӗр тан праваллӑ пулса тӑраҫҫӗ. Республика гражданӗсем хӑйсен тӑван чӗлхисене мӑн асаттесемпе асаннесен ӑс-хакӑлпа культура эткерлӗхне сыхласа хӑваракан чӗлхе вырӑнне хурса типтерлӗ упрама тата пӗр-пӗрин чӗлхисемпе традицийӗсене хисеплеме тивӗҫлӗ.

Чӑваш ССРӗнче кирек хӑш наци гражданинӗн хӑйӗн тӑван чӗлхипе культурине аталантарма право пуррине йышӑнаҫҫӗ тата ҫак правӑна хӳтелеҫҫӗ.

Чӑваш ССРӗ чӑваш халӑхӗн пӗртен-пӗр наци патшалӑх пӗрлешӗвӗ пулса тӑрать. Чӑваш чӗлхине нацин чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ палли тата унӑн пӗтӗм ӑс-хакӑл культурин никӗсӗ вырӑнне хурса сыхласа хӑварассишӗн, ҫӗнӗрен чӗрӗлтерсе аталантарассишӗн тӑрӑшасси Чӑваш патшалӑхӗн тивӗҫӗ пулса тӑрать.

Ҫак тивӗҫ унӑн статусне законпа ҫирӗплетнинче, патшалӑхпа общество пурнӑҫӗн тӗрлӗ ҫферинче унпа активлӑ усӑ курма кирлӗ условисем туса хунинче, унӑн пӗлтерӗшне ҫӳллӗ шайра тытса тӑнинче, ҫавӑн пекех ӑна нормӑлама тата пропагандӑлама тивӗҫлӗ условисем туса хунинче палӑрать.

Чӑваш ССРӗ ҫавӑн пекех республикӑра йышлӑ пурӑнакан мӗнпур национальноҫсен чӗлхисене вӗренме пурлӑх тӗлӗшӗнчен условисем туса хурать.

Чӑваш ССРӗн Чӗлхесем ҫинчен калакан Законӗ чӑваш чӗлхине тата республикӑра пурӑнакан халӑх патшалӑх пурнӑҫӗнче, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑра, культурӑра усӑ куракан ытти чӗлхесене аталантарас тата ҫав чӗлхесемпе калаҫас енӗпе обществӑри хутшӑнусене йӗркелесе тӑмалли тӗп принципсене, ку тӗлӗшпе граждансен Конституцире ҫирӗплетсе хӑварнӑ прависене хӳтӗлессине, ҫыннӑн наци тивӗҫлӗхне, унӑн культурипе чӗлхине хисеплеме вӗрентессине, халӑхсен туслӑхне тата килӗштерсе ӗҫлессине малалла ҫирӗплетессине палӑртать.

Закон ҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче тата ӗҫ коллективӗсен членӗсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне мӗнле чӗлхепе калаҫма тивӗҫлине палӑртса хумасть.

СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен чаҫӗсенче, ССР Союзӗпе РСФСР Шалти ӗҫсен министерствин, Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх комитечӗн учрежденийӗсенче, Союза пӑхӑнса тӑракан энергетика, транспорт тата ҫыхӑну системисенче мӗнле чӗлхесемпе калаҫассине ССР Союзри тата РСФСР законӗсенче палӑртса хураҫҫӗ.

I пай. Пӗтӗмӗшле положенисем

1 статья. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисем Чӑваш ССРӗн патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен статусне патшалӑх чӗлхисем вырӑнне хурса ҫирӗплетни ытти халӑхсен представителӗсен хӑйсен чӗлхисемпе усӑ курмалли тата хӑйсен чӗлхисене аталантармалли прависене хӗсӗрлемест.

Чӑваш ССРӗ чӑваш тата вырӑс чӗлхисене пур енлӗн аталантарассишӗн патшалӑх шайӗнче тӑрӑшать, патшалӑх пурнӑҫӗн, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн тата культурӑн тӗрлӗ сферинче унпа активлӑ усӗ курма майсем туса хурать.

2 статья. Патшалӑх влаҫӗпе управленийӗн республика тата вырӑнти органӗсем Чӑваш ССР гражданӗсене чӑваш чӗлхипе ытти чӗлхесене вӗренме тата вӗсемпе усӑ курма пурлӑх никесӗ, ҫавӑн пекех ытти кирлӗ условисем туса хураҫҫӗ.

II пай. Граждансен чӗлхе суйласа илмелли прависем тата ҫав правасемпе усӑ курасси

3 статья. Патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсемпе, ҫавӑн пекех учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тытакан ҫыхӑнусенче хутшӑнса калаҫмалли, информаци памалли-илмелли, документсем хатӗрлемелли чӗлхене — чӑваш е вырӑс чӗлхи пулассине — гражданин хӑй суйласа илет.

Ҫак правӑпа усӑ курмашкӑн патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсенче, ҫавӑн пекех учрежденисенче, предприятисенче — право йӗркине сыхлакан органсенче, сывлӑха сыхлас ӗҫре, суту-илӳре, йӑла службинчи, халӑха вӗрентес ӗҫре, культурӑра, ҫыхӑнура, транспортра, коммуналлӑ хуҫалӑхра, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсем пурте, граждансемпе хутшӑнса калаҫма тивӗҫлӗ пулсан, чӑвашла та, вырӑсла та калаҫма пултараҫҫӗ. Ҫак услови тивӗҫлӗ должноҫсенче ӗҫлекен граждансене хӑш енчен те пулин хӗсӗрлемелли сӑлтав пулса тӑма тивӗҫлӗ мар. Патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗлнӗшӗн пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантараҫҫӗ. Кирлӗ чухне предприятисен, учрежденисемпе организацисен - штачӗсенче куҫаруҫӑсем пулма пултараҫҫӗ.

3-мӗш статья ҫак Закона йышӑннӑ хыҫҫӑн вунӑ ҫултан вӑя кӗрет.

За статья. Куҫӑм тапхӑрӗ вӑхӑтӗнче вунӑ ҫул хушши:

патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсемпе, ҫавӑн пекех учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тытакан ҫыхӑнусенче хутшӑнса калаҫмалли, информаци памалли-илмелли, документсем хатӗрлемелли чӗлхене — чӑваш е вырӑс чӗлхи пулассине — гражданин хӑй суйласа илет;

ҫак правапа усӑ курмашкӑн патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсем, право йӗркине сыхлакан органсем, предприятисем, ҫавӑн пекех сывлӑха сыхлас ӗҫ, суту-илӳ, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ, халӑха вӗрентес ӗҫ тата культура учрежденийӗсем, ҫыхӑну, транспорт, коммуналлӑ хуҫалӑх учрежденийӗсем тата ытти отрасльсен предприятийӗсем хайсен штачӗсенче патшалӑх чӗлхисемпе калаҫма пӗлекен куҫаруҫӑсем тытса тӑма тивӗҫлӗ;

патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе калаҫма пӗлменни граждансен тивӗҫлӗ должность йышӑннӑ чухне сӑлтав пулмалла мар;

патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗлнӗшӗн пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантармалли мера палӑртма пултараҫҫӗ.

4 статья. Патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсем, учрежденисем, предприятисемпе организацисем тата вӗсен должноҫри ҫыннисем граждансен заявленисемпе жалобисем ҫине вӗсене мӗнле чӗлхепе (чӑвашла е вырӑсла) ҫырнӑ, ҫав чӗлхепе ответ параҫҫӗ.

5 статья. Ытти халӑхсем йышлӑн пурӑнакан ҫӗрте вырӑнти управленипе ҫыру ӗҫӗсен официаллӑ чӗлхи ҫакӑнти халӑхӑн чӗлхи пулса тӑма пултарать, кирлӗ пулсан, Чӑваш ССРӗн патшалӑх чӗлхисене куҫараҫҫӗ.

6 статья. Чӑваш ССРӗнче ирттерекен сессисенче, съездсенче, конференцисенче, пухусенче, ларусенче, митингсенче тухса калаҫакан ҫын мӗнле чӗлхепе калаҫассине хӑйӗн ирӗкӗпе суйласа илет, кирлӗ пулсан, унӑн сӑмахне патшалӑх чӗлхисене куҫараҫҫӗ.

III пай. Патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсенчи, учрежденисенчи, организацисемпе предприятисенчи чӗлхе

7 статья. Чӑваш ССР патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсенче ҫыру ӗҫӗсене чӑвашла е вырӑсла туса пыраҫҫӗ, сессисене, ларусене е ӗҫлӗ ытти канашлусене чӑвашла е вырӑсла ирттереҫҫӗ.

Чӑваш ССР патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсен акчӗсене чӑвашла, вырӑсла йышӑнаҫҫӗ тата пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

8 статья. Чӑваш ССРӗнче вырнаҫнӑ учрежденисенче, предприятисемпе организацисенче ҫыру ӗҫне чӑвашла тата вырӑсла туса пыраҫҫӗ, ларусемпе ытти канашлусене чӑвашла е вырӑсла ирттереҫҫӗ.

Чӑваш ССР территорийӗн тулашӗнче патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсемпе тытакан хутшӑнусенче ССР Союзӗн официаллӑ чӗлхипе е икӗ енӗ те йышӑнма пултаракан чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ.

9 статья. Патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсем, учрежденисемпе организацисем граждансене паракан документсене чӑвашла е вырӑсла ҫырма тивӗҫлӗ.

10 статья. Халӑх депутачӗсен чӑваш халӑхӗ пурӑнакан поселок, ял, район Совечӗсенче ҫыру ӗҫне чӑвашла туса пыраҫҫӗ. Ҫав Советсем йышӑннӑ тӑрӑх, ҫак Советсем граждансемпе, ытти Советсемпе чӑваш чӗлхипе усӑ курса ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

11 статья. Чӑваш ССР территорийӗнче транспортпа ҫыхӑну сферинче чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ.

Транспорт ҫӳремелли расписание, плакатсене, аэропортсенчи, чугун ҫул вокзалӗсемпе станцийӗсенчи, юханшыв порчӗсенчи, автовокзалсемпе автостанцисенчи пӗлтерӳсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырса ҫапаҫҫӗ, транспорт мӗнле ҫӳрени ҫинчен чӑвашла тата вырӑсла каласа пӗлтереҫҫӗ.

12 статья. Чӑваш ССРӗнче суд ӗҫне чӑвашла е вырӑсла туса пыраҫҫӗ.

Судсенче уголовнӑй тата гражданла ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне суд ирттерекен чӗлхене пӗлмен ҫынсене тивӗҫле материалсемпе паллашма, суд ӗҫӗсене куҫаруҫӑ урлӑ тӑван чӗлхепе калаҫса хутшӑнма право параҫҫӗ.

13 статья. Чӑваш ССРӗнче административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан ӗҫсене чӑвашла е вырӑсла пӑхса тухаҫҫӗ.

14 статья. Патшалӑхӑн нотариус кантурӗсенче нотариусӑн ҫыру ӗҫне чӑвашла е вырӑсла туса пыраҫҫӗ.

15 статья. Арбитраж ӗҫӗсене — унта Чӑваш ССР территорийӗнче ӗҫлесе пурӑнакан енсем хутшӑнаҫҫӗ пулсан — чӑвашла е вырӑсла ирттереҫҫӗ.

16 статья. Чӑваш ССРӗнче прокурор надзорӗн акчӗсене чӑвашла е вырӑсла ҫырса хатӗрлеҫҫӗ.

17 статья. Граждансемпе организацисене юрист пулӑшӑвӗ панӑ чухне адвокатсем вырӑс е чӑваш чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

18 статья. Гражданин статусне кӑтартса паракан официаллӑ Документсене — паспорта, ӗҫ кӗнекине, пӗлӳ илни ҫинчен калакан документсене, ҫурални, мӑшӑрланни ҫинчен панӑ свидетельствӑсене тата ытти документсене чӑвашла тата вырӑсла ҫыраҫҫӗ.

IV пай. Халӑха вӗрентес ӗҫен, наукӑпа культура чӗлхи

19 статья. Чӑваш ССРӗнче пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӗве чӑвашла е вырӑсла илме право параҫҫӗ. Республика ҫак правӑпа усӑ курма условисем туса хурать.

Республикӑра пӗр вырӑнта йышлӑн пурӑнакан ытти национальноҫсен гражданӗсен те хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ илме право пур.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсемпе вӗренӳ заведенийӗсене ертсе пыракансем тата вӗрентекен-воспитани паракан ҫынсем тивӗҫлӗ учрежденире вӗрентекен чӗлхепе калаҫмашкӑн пӗлмелле.

20 статья. Чӑваш ССРӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, специальноҫпа вӑтам пӗлӳ, професси тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче, республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑваш халӑхӗн ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен специальноҫсемпе квалификацие ӳстермелли системӑра чӑвашла тата вырӑсла вӗрентеҫҫӗ.

21 статья. Чӑваш ССРӗн урӑх чӗлхепе вӗрентекен мӗнпур вӗренӳ заведенийӗсенче чӑваш чӗлхине ҫак вӗренӳ заведенийӗсем мӗнле ведомствӑна пӑхӑнса тӑнине шута илмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрекен абитуриентсен вӗренме кӗмелли экзаменсене чӑвашла тытма право пур. Чӑваш ССРӗн чӑвашла вӗрентсе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулӗсенче, ҫавӑн пекех специальноҫпа вӑтам пӗлӳ тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче хӑшпӗр специальноҫсене вӗренекенсемшӗн Чӑваш ССР Халӑха вӗрентес ӗҫ министерстви, тивӗҫлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсем чӑвашла калаҫма пӗлмелли шая палӑртаҫҫӗ тата чӑвашла калаҫма вӗрентес ӗҫе йӗркелеҫҫӗ.

22 статья. Чӑваш ССРӗнче наука ӗҫӗсен чӗлхине ирӗклӗ йӗркепе суйласа илеҫҫӗ. Наука сферинче чӑваш чӗлхин функцийӗсене анлӑлатма условисем туса хураҫҫӗ.

23 статья. Чӑваш ССРӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче (радио, телевдени, пичет) патшалӑх чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакан ытти национальноҫсен ыйтӑвӗсене те шута илеҫҫӗ.

Чӑваш ССРӗ хаҫатсемпе журналсем, ҫавӑн пекех кӗнекесем — Чӑваш ССРӗнче тухакан хаҫатсемпе журналсем тата кӗнекесем — ытларах чӑвашла пичетлесе кӑларассишӗн тӑрӑшать.

Чӑваш ССРӗ радиовещанипе телевиденире чӑвашла программӑсем валли каналсем туса хурать, ҫак программӑсене Чӑваш ССР территорийӗнче итлеме тата курма майсем туса парать.

Чӑваш ССРӗ ҫинчен радиопа телевидени, пичет урлӑ вырӑсла пур енлӗ информаци парса тӑраҫҫӗ.

24 статья. Чӑваш ССРӗ чӑваш культурине чӑвашла аталантарать, ытти национальноҫсен культурине хӑйсен тӑван чӗлхипе аталантарма пулӑшать.

25 статья. Чӑваш ССРӗнче наци культура обществисемпе вӗсен организацийӗсем хӑйсен ҫыру ӗҫне туса хума, ҫавӑн пекех тӑван чӗлхепе пичет кӑларӑмӗсем туса хума пултараҫҫӗ.

V пай. Ятсенчи тата информацири чӗлхе

26 статья. Чӑваш ССРӗнче вырӑнти йӑлана кӗнӗ, историпе культура тӗлӗшӗнчен паха пӗлтерӗшлӗ ятсене (ялсен, юханшывсен, кӳлӗсен, урамсен, площадьсен, администраципе территори единицисен тата ыттисен ячӗсене) типтерлӗ упраса пурӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ятсене ҫак вырӑнти тӗп халӑхӑн чӗлхипе йышӑнаҫҫӗ тата параҫҫӗ, вӑйра тӑракан законпа килӗшӳллӗн ҫирӗплетеҫҫӗ.

Вырӑнти ятсене пурне те, мӗнле чӗлхе пулнине пӑхмасӑрах, патшалӑх чӗлхипе куҫарса кӑтартаҫҫӗ.

27 статья. Учрежденисен, предприятисемпе организацисен ячӗсене чӑвашла тата вырӑсла туса хураҫҫӗ тата йышӑнаҫҫӗ. Ҫак ятсене ҫакӑн пек йӗркепе ҫырса ҫакаҫҫӗ: ҫӳлте (е сулахайра) — чӑвашла, аялта (е сылтӑмра) — вырӑсла.

Учрежденисем, предприятисемпе организацисем хӑйсен ячӗсене вырӑнти ытти халӑх чӗлхисемпе те туса хума тата йышӑнма пултараҫҫӗ. Ку тӗслӗхре вӗсен ячӗсене виҫӗ чӗлхепе — вырӑнти халӑх чӗлхипе, чӑвашла тата вырӑсла ҫирӗплетеҫҫӗ.

28 статья. Чӑваш ССР патшалӑх органӗсемпе ытти органсен, предприятисем, учрежденисемпе организацисен пичечӗсем, штампӗсем, штемпелӗсем, официаллӑ бланкӗсем ҫинчи текстсене чӑвашла тата вырӑсла ҫыраҫҫӗ.

29 статья. Чӑваш ССРӗнче туса кӑларакан таварсемпе усӑ курмалли этикеткӑсене, стандартсене, номинклатура списокӗсене, инструкцисене, реклама пӗлтерӗвӗсен, плакатсен тексчӗсене чӑвашла е вырӑсла ҫыраҫҫӗ, кирлӗ пулсан — ытти чӗлхесемпе пурнӑҫлаҫҫӗ.

30 статья. Чӑваш ССРӗнче усӑ курма тивӗҫлӗ картографи кӑларӑмӗсене чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлеҫҫӗ тата пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

31 статья. Ҫул ҫинчи кӑтарту паллисене патшалӑх чӗлхисемпе ҫырса кӑтартаҫҫӗ.

VI Пай. Чӑваш ССР тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсен наци йӑли-йӗркипе культурине аталантарма пулӑшасси

32 статья. Чӑваш ССРӗ, ытти республикӑсемпе тата облаҫсемпе килӗшӳсем туса, ҫак регионсенче пурӑнакан чӑвашсен наци йӑли-йӗркипе культурине аталантарма пулӑшать (ҫак шута наци кадрӗсем вӗрентсе хатӗрлесси, вӗренӳ, наука литературипе, илемлӗ тата ытти литературӑпа тивӗҫтересси, тӑван чӗлхепе тухакан хаҫатсемпе журналсем сарасси, радиовещани йышӑнма тата телевиденин тӑван чӗлхепе хатӗрленӗ программисене кӑтартасси тата ытти те кӗрет) тата чӑваш халӑхне пур енлӗн ҫӗнӗрен чӗртсе аталантармалли пӗрлӗхлӗ культура-ҫутӗҫ программине палӑртса хатӗрлет.

VII Пай. Чӗлхене хӳтӗлесси

33 статья. Чӑваш ССРӗнче граждансене мӗнле чӗлхепе калаҫнине кура вӑл е ку йышши ҫӑмӑллӑх памаҫҫӗ, вӗсен прависене хӗсӗрлемеҫҫӗ.

Чӗлхесене официаллӑ документсемпе текстсенче халӑх умӗнче хурланӑшӑн тата кӳрентернӗшӗн, пӗлсе тӑрсах пӑсса кӑтартнӑшӑн, чӗлхесемпе усӑ курас ӗҫре чӑрмавсемпе чарусем туса хунӑшӑн, мӗнле чӗлхепе калаҫнине кура тӑшманлӑх туйӑмне сарнӑшӑн закон тӑрӑх ответ тыттараҫҫӗ.

Патшалӑх органӗсемпе должноҫри ҫынсен чӗлхесем ҫинчен калакан закона пӑсса тунӑ ӗҫӗсене судра пӑхса тухаҫҫӗ е вӑйра тӑракан законпа килӗшӳллен административлӑ майпа пӑхса тухаҫҫӗ.

34 статья. Чӑваш ССР Чӗлхесем ҫинчен калакан законне мӗнле пӑхӑнса тӑнине — Чӑваш ССР Аслӑ Совечӗ, районсенче (хуласенче) халӑх депутачӗсен тивӗҫлӗ Совечӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

35 статья. Чӗлхесемпе усӑ курас, вӗсене аталантарас, ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхин пурте йышӑннӑ литература нормисене ҫирӗплетес ыйтусене татса парас тӗллевпе республика Аслӑ Совечӗ тивӗҫлӗ полномочисемпе усӑ куракан яланхи е вӑхӑтлӑх ӗҫлев органӗсем (комиссисем) туса хурать.

Чӑваш ССР Аслӑ Совечӗн Председателӗ А. Леонтьев.

Шупашкар хули, 1990 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗ.
Коммунизм ялавӗ, 1990, чӳк, 2, 253 (20386) №


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи, Саккунсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-26 19:15:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5312 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем